Ҫур — Кӗр

 

3049Ҫуркуннехи пӗр кун ҫулталӑк тӑрантать.Ҫур — Кӗр
3050Ҫуркуннехи ҫумӑр — ылтӑн, ҫуллахи — кӗмӗл, кӗрхи — пӑхӑр.Ҫур — Кӗр
3051Ҫуркуннехи ыйхӑ — хӗллехи хуйхӑ.Ҫур — Кӗр
3052Ҫурла уйӑхӗ ҫу шӑратать.Ҫур — Кӗр
3054Ҫурта — пултӑран яшки, кӗрте — пӑрҫа яшки.Ҫур — Кӗр
3053Ҫурта выҫӑ вилмен.Ҫур — Кӗр
3055Ҫурта ҫурт тӑваҫҫӗ, кӗрте сӑра тӑваҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3056Ҫурхи йӗпе-сапанӑн усси нумай.Ҫур — Кӗр
3057Ҫурхи кӗперӗн шанчӑкӗ сахал.Ҫур — Кӗр
3058Ҫурхи кун — капӑр, кӗрхи кун — самӑр.Ҫур — Кӗр
3059Ҫурхи кун ҫурма ӑслӑ.Ҫур — Кӗр
3060Ҫурхи кун ҫывӑрмасть.Ҫур — Кӗр
3061Ҫурхи кунсем укҫа пек шутлӑ.Ҫур — Кӗр
3062Ҫурхи сивӗ хӗллехинчен усалтарах.Ҫур — Кӗр
3063Ҫурхи ҫанталӑк ҫурма ӑслӑ.Ҫур — Кӗр
3064Ҫурхи ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑнать.Ҫур — Кӗр
3065Ҫурхи ҫил ват ҫынсене шӗкӗлчет.Ҫур — Кӗр
3066Ҫурхи ҫулсем ҫӳлелле юлаҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3067Ҫурхи ҫумӑр айӗнче тӑракан пысӑк пулать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3068Ҫурхи ҫумӑр пин тӑрать, кӗрхи ҫумӑр шӑк тӑрать.Ҫур — Кӗр
3069Ҫурхи ҫумӑр сиплӗ пулать.Ҫур — Кӗр
3070Ҫурхи ҫумӑр ҫулпа иртет, кӗрхи ҫумӑр килех кӗрет.Ҫур — Кӗр
3071Ҫурхи ҫумӑр ҫулҫӑ сарма.Ҫур — Кӗр
3072Ҫурхи ҫумӑр хӗрхенсе ҫӑвать, кӗрхи ҫумӑр иртӗхсе ҫӑвать.Ҫур — Кӗр
3073Ҫурхи турӑхпа ҫурӑк кашӑк — ывӑлпа кине.Ҫур — Кӗр
3074Ҫурхи тырра шыв ҫине ак, кӗрхи тырра кӗл ҫине ак.Ҫур — Кӗр
3075Ҫурхи хӗвел савӑнӑҫ кӳрет.Ҫур — Кӗр
3076Ҫурхи хӗвел ҫутӑрах, ирхи шухӑш ӑслӑрах.Ҫур — Кӗр
3077Ҫурхи шыв хӗрне ҫитсен — часрах каҫ, кӗрхи шыв хӗррине — кӗтсе тӑр.Ҫур — Кӗр
3078Ҫурхи шыва патша та тытса чарас ҫук.Ҫур — Кӗр
3079Ҫурччен чӑтни кӗре ҫитет.Ҫур — Кӗр
3080Ҫурччен чухӑн тӑлӑп сутнӑ.Ҫур — Кӗр
3081Хура кӗр хура кунлӑ.Ҫур — Кӗр
3082Хура кӗр хурлӑх нумай: куланай та памалла, салтака та каймалла.Ҫур — Кӗр
3083Чӳк уйӑхӗ чӳк ыйтать.Ҫур — Кӗр